Яльчикский хлебозавод

Ельчĕкри чи малтанхи пекарня Комсомол урамĕнче, районти аптекăна хирĕç вырнаçнă виçĕ хутлă çурт вырăнĕнче пулнă. Вăл Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ĕçленĕ. Унта А.Флотская аслă пекарь пулса тăрăшнă. Çав вăхăтра çăнăха крахмал завочĕн территоринче вырнаçнă механизациленĕ арманта авăртнă, ăна Кĕçĕн Пăла юхан-шывĕ урлă турттарса каçарнă. Анчах кашни çуркунне йывăрлăх сиксе тухнă- михĕсене юхан-шыв урлă çурăм çинче çĕклесе каçарнă. Çак ĕçе пĕтĕмпех Нюрка аппа пурнăçланă.

1961 çулта çĕнĕ пекарньăна кирпĕчрен купалама йышăннă. Çав çулах фундамент янă. 1962 çулта ĕçе янă. Çĕнĕ пекарньăран 1962 çулхи ноябрен 7-мĕшĕнче, шăпах Октябрьти социализăмлă аслă революци 45 çул тултарнă вăхăтра, пĕрремĕш хут çăкăр пĕçерсе кăларнă. Кăмаки килти пек, анчах чылай пысăкрах пулнă. Унта пĕр харăс 300 çăкăр кĕнĕ- ăна пĕтĕмпех йывăç кĕреçепе лартнă тата кăларнă. Каярахпа ФТЛ-2 йышши кăмака туса лартнă- унта çăкăр çаврăнса пиçнĕ. Кăмакаран 504 буханка çăкăр тухнă.

1970 султа пекарня заведующийĕ пулса В.И.Степанова ĕçленĕ. 1971 çулхи май уйăхĕнчен ертÿçĕ Пулса Е.А.Трофимов ĕçе пуçăннă. Вăл çичĕ çул ĕçленĕ. Çав вăхăтра пекарньăра тĕрлĕ йышши продукци кăларма пуçланă, Ун чухне технолог пулса Т.Г.Московкина ĕçленĕ.

1978 çулта ертÿçĕ пулма Т.Г.Теренина çирĕплетнĕ. Вăл вăхăтра технолог должноçĕ пулнă пулсан та ятарлă çын ĕçлемен. Технолог тивĕçне производство заведующийĕ Т.Г.Московкина пурнăçланă. 1979 çулта технолог пулса С.И.Шашкова ĕçлеме пуçланă.

1982 çулта Н.Г.Петров директор ĕçе пуçăнсан, çĕнĕ технолог- Г.Г. Юсупова килнĕ. Хальхи заводăн фундамĕнтне 1982 çулта янă. 1984 çулхи декабрĕн 17- мĕшĕнче ĕçлекенсем çĕнĕ вырăнта ĕçе пуçăннă. Вăл вăхăтра технолог пулса И.А. Николаева –Иванова, 1986 çултанпа А.В. Редькина-Кузьмина тăрăшнă.

Н.Г. Петров директорта ĕçленĕ вăхăтра çăкăр заводĕнче 2 кăмака- ФТЛ-2 тата ФТЛ-20 йышши кăмакасене вырнаçтарнă. Ытларах ФТЛ-2 йышши кăмакапа усă курнă ФТЛ-20 йышши саппасра пулнă.

Çĕнĕ çăкăр заводĕнче пĕтĕм ĕçе механизациленĕ; çăнăх аллакан икĕ ала, чуста çăракан, чуста виçекен машинасем пулнă.

1985 çулта пĕр çулталăк хушши директор пулса А.П.Шашков ĕçленĕ. 1986 çулхи октябрь уйăхĕнче ертÿçĕ тильхепине Д.П.Алюкин тытнă. 1988-1989 çулсенче икĕ хутлă çурт çĕкленĕ. 1987 çулта пекарня хуçалăх расчетĕ çине куçнă пулин те, райпо тытăмĕнчех юлнă.

1991 çулта хуçалăх расчетлă предприятирен «Ельчĕкри çăкăр завочĕ» аренда предприятине йĕркеленĕ. Вăл вăхăтра Аслă Таяпа, Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш ялĕсенчи пекарньăсем ăнăçлă ĕçленĕ.

Пурнăçри пăтăрмахсене пула ялсенчи пекарньăсене хупма пуçăннă. Çăкăр пĕçересси чакнă пулин те çĕнĕ йышши чылай издели туса кăларма пуçланă; сухари, кĕлентĕр, çемçе мороженнăй, тăварланă, тĕтĕмленĕ пулă, пылак шывĕ Районсем хушшинче макарон изделийĕсене чи малтан «Елчĕкри çăкăр завочĕ» аренда предприятийенче хатерлеме пуçланă. Кунтах «Киевская помадка» -конфет, «петушок», дражже-витамин, тĕрлĕ пĕремĕкпе печени, тортсемпе пирожнăйсем тата ытти кондитер изделийĕсене, пурĕ- 36 тĕрлĕ продукци кăларса халăх патне çитернĕ.

Аслă Пăла Тимешри пекарньăна хупас мар тесе кунта тип çу кăларма пуçланă. Курнавăшри пекарньăра пахчаçимĕçе ĕçлесе хатĕрлекен цех уçма тĕв тунă, райпо тытăмне каялла куçнă хыççăн кăна çак тĕллев пурнăçа кĕнĕ.

1992-1993 çулсенче ялсенчи пекарьнăсене хупма пуçланă-Ельчĕкри çеç ĕçленĕ.

Чи малтанхи, йывăçран тунă пекарньă çуртĕнче, 1970 çулсенче кĕлентĕр кăларнăĕ Унта кĕлентĕре пăшăхлама пар пулман, çавăнпа кĕлентĕре шыв вĕресе тăракан хурана ярса илне те подноссем çине хурса кăмакана лартнă. Кăмаки килти пек, анчах пысăк пулнă. Ăна дизель топливипе хутнă. Топливăна та, шыва та, лашапа турттарнă.

Кĕлентĕр цехĕнче асли пулса Л. Мергашова-Иванова, тата 3 çын-Л. Скворцова, Л.Большакова, С. Тенькова ĕçленĕ. Маларах асли пулса З. Большаков тăрăшнă. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă, чустана кăна машинăпа çăрнă. Кĕлентĕр цехне хупнă хыççăн каярахпа унта прачечнăй уçнă-унта прачка пулса Е. Лазарева ĕçленĕ. Икĕ çул ĕçленĕ хыççăн прачечнăйне хупнă-ун вырăнне СМУ пурăнмалли виçĕ хутлă çурт çĕкленĕ.

Пекарньăра нуммай çул вăй хунă М.В.Лобанчикова, А.П. Львова, Н.А.Степанова – аслă пекарьсем, В.Я.Гаврушова, О.Я. Кошкина чуста çăракансем чăн-чăн мастерсем пулса тăнăĕ А.П. Львова тивĕçлĕ канăва тухсан ун вырăнне С.А Федорова йышăннă.

Ялсенчи пекарьнăсенче В.А.Скворцова-Аслă Таяпа, З.Н. Дмитриева -Лащ Таяпа, П.А.Мордвинов -Курнавăш заведующисем пулса нумай çул ĕçленĕ.

Аслă Пăла Тимешри пекарньăра чуста çăракан З.Ф.Портнова, Курнавăшри М.М. Горшкова, И.Г. Светопольская, В.П.Мясникова, пылак шыв хатĕрлекен цехри М.И. Мальцева, З.П. Михайлова,  Г.Е. Федотова, М.В. Романова, пулă цехĕнче М.Ежов каярахпа  А.Стахеев хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

1992 çулта Чăвашпотребсоюз тытăменче чи малтан Ельчĕкри çăкăр заводĕнче макарон изделийĕсене кăларма пуçăннă.  Кунти опыта алла илме вĕренме ытти районтан та сахал мар килнĕ.

Макарон изделийĕсене тума вĕренме А.В. Кузьмина технологпа пĕрле О.П. Алексеева Ульяновск облаçне кайса кильнĕ. Çулталăкра 228 тонна макарон изделийĕсем кăларнă.

Технологсем пулса С.И. Шашкова, Г.Г. Юсупова, И.А. Николаева-Иванова, А.В. Редькина-Кузьмина, В.И.Изванова ĕçленĕĕ 33 çул производства заведующийĕ пулса Т.Г. Московкина- Иванова тăрăшнă.

Производства тытăмĕнче пĕр вăхăт пурĕ 115 çын вăй хунă.

Ертÿçĕсем пулса В.И. Степанова, Е.А. Трофимов, Г.Т. Терентьев, Н.Г. Петров, А.П. Шашков, Д.П. Алюкин, О.А. Дружинин ĕçленĕ. Д.П. Алюкин директорта 12 çул (1986-1998 çулсем) ĕçленĕ вăхăтра нумай ĕç пурнăçланă; завод картишĕнче те, завод умне те асфальт сарса хытарнă, çĕне администраци çурче çĕкленĕ.

Пиçнĕ çăкăра лавккасене вăхăтра çитерессине Л.Ф. Петрова экспедиторпа унăн пулăшаканĕ Н.А. Ишмуратова нумай тăрăшнă.

Малтанхи вăхăтра кăмакасене çĕр кăмрăкĕпе хутнă май, çăкăр лайăх пиçсе тухасси кочегарсенчен, вĕсем ĕçленинчен чилай килнĕ. Кунта А.Албарцева, О.Нягина, В.Сергеева ырă сăмахпа çеç асăнмалла.

Пекарньăри кăмакасене тата ытти оборудованисене пăхса тăрассине Г.А. Ишмуратов, И.Е. Ишмуратов, З.А. Тябуков, Н.А. Сайкин слесарьсем вăй-халне шеллемен.

2003 çулта «Ельчĕкри çăкăр завочĕ» сахал яваплă общество (ООО) йĕркеленнĕ.

2006 çулта, райпо тытăмĕ арканнă вăхăтра çăкăр завочĕн малашлăхĕ те чылайăшне шухăшлаттарнă. Кунта ĕçлекенсем завод хупăнсан ĕç ăçтан тупасси пирки пуç ватнă. Завода конкурса тăратнă, ăна А.В. Филиппов выляса илнĕ, завод учредителĕ пулса тăнă. Завод тăрринчен шыв анни, çăкăр пĕçерекен цехра кăвакăш шăрши сăмсана çурни чылай вăхăт шухăшлаттарнă заводăн çĕнĕ хуçине. Пысăк ĕмĕтсене пурнăçа кĕртсе, 2009 çулта чи малтанах заводăн тăррине витнĕ. Унтан кăмакасене çутçанталăк газĕпе хутмалла тунă, ĕç йĕркеленсе пынă, çăкăр-булка изделийĕсем пĕçерекенсен кăмăлĕ те çĕкленнĕ.

2010 çултанпа завода шалтан та, тултан та тĕпрен юсанă, цеха анлăлатнă. Хальхи вăхăтра кунта ĕç условийĕсем питĕ лайăх; цехра çутă, кăмакасем çутçанталăк газĕпе ĕçлеççĕ, çĕнĕ оборудованисем илсе лартнă, çăкăр-булка, кондитер изделийĕсене çĕнĕ автомашинăсемпе турттараççĕ.

Çăкăр пĕçерекен заводра паян 20 çын ĕçлет. Вĕсем 85 ытла тĕрлĕ издели туса кăлараççĕ. Çăкăрпа булка, кондитер, кулинари изделийĕсе халăх кăмăлласа туянать.

А.В. Кузьмина ĕç тăвакан директорпа, А.П. Пыркина тĕп технолог ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе пыраççĕ.

Контакты

Директор: Кузьмина
Алевтина Владимировна 

Телефон: 8(83549) 2-54-62

E-mail: yal-hleb@mail.ru

Адрес: Чувашская Республика, Яльчикский район, с.Яльчики, ул.Октябрьская, д.19

Обратная связь

Ваше имя:*

E-mail:

Тема:

Cообщение: